назв. растения, convallaria desf. majalis L. Ландыш майский. Рак., Зап. ВНО. Рак. Ача вишлĕ пулсан, çутăличчен çавăн шывĕпе шыва кӳртеççĕ. Кайсар. Ниш курăкĕпе (ландыш) çамрăк чух ачасене шыва кӳртеççĕ. Ниш курăкĕ пысăк вăрманта ӳсет. Çуркунне шур чечеке ларат та, çав чечекрен кайран çырли пулат. Çырли пиçсен хĕрлĕ пулат. Хăй сиплĕ япала. Алри ачасем, аталанимасăр (отражение говора П. И. Орлова), ниш чирĕпе (scr. чĕрĕпе) типсе хăрса кайсан, çак курăка вĕретсе шыва кӳртеççĕ. П. И. Орл. Д. С. Серг, Ниш курĕк; ача нишпе асапланать пулсан, çак курăкпа шыва кӳртес пулать. Чăвашсем. Унтан тата ниш курăкне вĕретсе, ун шывĕпе ачанăн çан-çурăмне ухать. (Çав ниш курăкне вырăсла ландыш теççĕ).
Çавăн пекех пăхăр:
ниччево ниччу ничья ниш « ниш курăкĕ » нишаш Нишер Нишер-Услăх Нишер-Шчамал нишлĕ